Ваш браузер устарел. Рекомендуем обновить его до последней версии.

Çĕнĕ çул

Ачасем «Вальс снежинок» юрăпа  çавăтăнса тухаççĕ, çаврăнса çуреççё, ташлаççё, çаврака тăваççĕ.

Ырă кун пултăр!

  Ачасем, учительсем, ашшĕ- амашĕсем, кунта, çĕнĕ çул уявне пуçтараннă хăнасем! Чăн  малтанах сире çывхарса килекен çĕнĕ 2015  çул ячёпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, пĕтĕм  ĕçĕрте ăнăçу сунатăп.

Паян уяв . Савăнар туссем, выляр, кулар, юрăсем юрлар, ташăсем ташлар, хамăр пултаруллăха кăтартар!

Карталанăр ачасем,

Ешĕл чăрăш тавралла.

Шăратар –и юрăсем,

Тытăнса алран алла.

Атьăр –ха чăрăш çинчен юррă  алла –аллăн тытăнса ушкăнпа шăрантарар.

(Юрă «Маленькой ёлочке холодно зимой»)

Ачасем, паян пирён пата хăнана КУШАК, АВТАН тата ТИЛЁ килеççё. Кам –ха маларах çитет –ши?

(Юрă «Кто же такие птички»)

(Шакаççё. АВТАН кёрет, ташласа çаврăнать чăрăш тавра)

- Малтан автан тус çитрё иккен.

АВТАН:Сывă –и, ачасем.çёнё çул ячёпе саламлатăп сире. Йыхрав хутне илтём те ,чупса килтём васкаса. Пит хăрарăм вăрманта, чее тилле курасран.

-  Автан тус, эс ялан темрен  хăран. Тăр –ха пёрле картана, кăвакал ташши ташлар.

(Сăвă кăвакал  çинчен, «Кăвакал ташши»)

Автан:Илтетёп эпё тусăмсем, çав тилё юрласа килет. Ман пуççине ялан инкек, халь сирён автан  тус пётет.

- Хăтаратпăр сана автан тус, çак мих ăшне халех пытан.

- Ачасем,автана кунта пытарнине, чее тилле калар мар. çак мих патне пырас пулсан, хытă кăна алă çупар.

( Юрă « Серебристые снежинки») ,( тилё ташласа кёрет).

Йыхрав хутне илтём те, чупса – вёççе çитрём те, ман ташласчё савăнса,ман курасчё  автана, ăçта – ши эсё, автан тус, илсе килтём сан валли, кучченеç хутаç тулли,пăрçи, тулли, панулми.

- Мён тери чее тилё.

АВТАН: Ку-ка-ре-ку, ко-ко-ко. Инçе  кайрăм эп вёçсе. Эс те тилё кай киле, кученеçне ан шелле, парса хăвар ачасене.

ТИЛё: Ку-ка-ре-ку , автан тус, çепёс сасуна илтеп. çакăнтах пытаннă эс , шыраса тупап сана.

(АВТАНА шырать)

ТИЛЁ: Ачасем  мёнле мих – ши ку? Автан  мар ши кунта?

АВТАН: Кушак тус хăтар мана, эпё кунта, ёлкара!Садик ачисем патёнче! Кушак т-у-с!

( Юрă « Песенка кота леопольда»), (Кушак юрласа , ташласа кёрет)

КУШАК: Мён шавлаççё уявра? Илтёнмес хаваслă шав!

АВТАН: Эп чёнетёп сана ,кушак. Эс хăтар мана часрах!

(Туртса илет автана)

КУШАК: Кукареку автан тус, эп калатăп сана ялан. Мансăрăн эс ан çуре, пысăк инкеке лекен.

АВТАН: Сансăрăн текех пёр утăм, тăвас çук эп кушак тусăм.

(Сăвă «Икё пёчек сар автан….»)

АВТАН:Кушак тус,  тилё тус атьăр туслă пурăнар, ёлкăра пёрле ачасемпе выляр.

КУШАК: Атьăр пурте пёрле вăйă выляса илер.

(Вăйă «Кушакпа шăшилле),( «Полька»)

 

-Ачасем , паянхи уявра чи хаклă  хăнасем камсем – ши вёсем?

(Хёл Мучи, Юр пике)

-Айтăр – ха вёсене чёнсе пăхар. Хёл Мучи! Юр пике,часрах килёр!( 3 хут)

(Юрă «Песенка деда мороза»)

(Алăка шаккаççё, Хёл Мучипе Юр пике кёреççё, чăрăш тавра çаврăнса ташлассё)

Хёл Мучи: Салам,манăн пёчёк тусăмсем! Салам, хисеплё хăнасем!

Сире курас кăмалпа , вёççе килтём йĕлтерпе., çёнё çулпа саламлама.

Ах,Юр пике,кур-ха, кур-ха, мёнле хитре ку ачасем!

Юр пике: çапла Мучи. Уява та епле илемлё тумсемпе килнё вёсем. Автанё те пур,кушакки те , тилли те, мулкачё те….

- Ачасем, Хёл мучипе Юр пике,питё шăннă пулмалла. Ташлатарар хăнасене, симёс чăраш тавралла.

 «Чăваш ташши»

(Ташлаççё,ачасем алă çупаççё)

Хёл Мучи: У-у-х, ăшансар кайрăм.

Юр пике: Ачасем еплерех хитре чăраш парнелерё сире Мучи . Анчах вăл питё салху. «Чăраш çутал» тесе харăс калар – ха сирёнпе.

(Пурте ала супаççё, чăраш çутăлать).

Юр пике: Халё чăраш тавралла, савăк юрă шăратар  «В лесу родилась ёлочка».

-Хёл Мучи çинчен юрлар, ват çынна савăнтарар.

Юрă «Ай, какой хороший добрый Дед мороз»

-Ачасем, Хёл мучи çинчен пирён  хитре юрă пур,юрласа кăтартар –ха.

 (Юрă «А у деда у мороза…»)

Хёл Мучи: Маттур, пёчёк тусăмсем, хитре юрлатăр. Халё вăйăсем выляса илер – ха. Малтан Юр пикепе  выляса кăтартар – ха.

1.(Вайа: Кам маларах çаврăнса килет чăраш тавра), («полька»)

( тенкел синче конфет выртать, кам маларах чăраш тавра çаврăнса килет, конфечё çавăн пулать, автан, кушак, тилё пулăшса пыраççё)

2. Алса шырамалла («Песня о снежинке»)

3. (Тупмалли  юмахсем)

Юр пике: Маттур иккен ачасем. Тавςăруллă ачасем пур- ши? Тĕрĕслесе пăхар-ха. Эпĕ сире халĕ тупмалли юмахсем калатăп, сирĕн вара тупсăмне тупмалла:

- Шурă пĕркенчĕк пĕтĕм ςĕре хупласа илнĕ.(Юр)

- Тулта купа, пÿртре- шыв. (Юр)

- Тусем ςине, хирсем ςине сарса хунă сар тÿшек.(Юр)

-  Аласăр_- урасăр тĕрĕ тĕрлет. (Сивĕ)

- Çулла та, хĕлле те пĕр тумпах. (Чăрăш)

Юр пике: Епле маттур ку ачасем. Выляма та пёлеççĕ. Хел Мучи çинчен юрă та юрласа пачёç,тупмалли юмахсем те пĕлеççĕ, сăвăсем калама пёлетĕр – и ?

(Сăвăсем калаççё), (Хёл Мучи ларать, ачасем ун патне пырса хăлхинчен калаççё)

 Хĕл Мучи: Ачасем,эсир мана хавхалантарсах ятăр. Тата юрлас, ташлас килсе кайрĕ.

Юр пике: «Полька» ташша ташлар- ха.

 Юрă «Буги - вуги» (Руку правую вперёд…..)

Юр пике: Шăпланар – ха ачасем, пёр самантлăха. Хёл мучийĕн куçĕсем, тем кăн-кан  пăхаççё.

Хёл Мучи :Вăхăт сирён уявра , иртрё ытарми. Парас тетёп халь сире, çĕнĕ çул парни.

(Парне валеçет), («Возле ёлочки»)

Юр пике: Вăхăт çитрё уйрăлма, пирён ĕнте каймалла.

Хёл Мучи: Сывă юлăр ачасем, манăн пĕчек тусăмсем. Тепёр çулчен!

(ПĕРЛЕ)Сывă пулăр!Чипер кайăр!

(Юра «Идёт коза»)

(çенё çул ,качака тата качака путеккисем  пёрле кёрессё)

çёнё çул: Халё вара ачасем сире çёнё 2015 çул ячёпе саламлатăп, . çёнё çул ырă та мирлё, пултăр.Эсир те ачасем,хальхи пек тавçăруллă та çивеч , ăсла,маттур пулăр, ан чирлер, аçăр – аннёре, аслисене итлĕр.Ку çул качака çулё пулать,вёсем те манпа пёрлех килчёс. (МЕЕК_МЕЕЕЕК……)

Качака: Лаша çулё  иртсе кайрё ёнте,халё хаклă ачасем, çулталăк тăршĕпех  туслă пурăнар, савăнар пĕрле, юрăсем юрлар, вайăсем выляр, ташăсем ташлар…..

Юрă «Если весело живётся делай так…»

Юрă «Мои руки хороши….»

Вăйă «Асамлă туя» (Волшебная палочка)

Ташă «Чăваш ташши»

Уява вёçлесе пынă май сăмах паратпăр хăнасене, аннесене….

çакăнпа пирён уяв вёçленчĕ, сире пурсăра та çывхарса килекен çён çул ячёпе чёререн саламлатпăр. Малашне те пирёнпе тачă çыхăну тытасса шанатпăр.

Дискотека……